Николай Дворов

Wikipedia — ирекле энциклопедия проектыннан ([http://tt.wikipedia.org.ttcysuttlart1999.aylandirow.tmf.org.ru/wiki/Николай Дворов latin yazuında])
Навигациягә күчү Эзләүгә күчү

Николай Михаил улы Дворов 1940 нчы елның 10 нчы августында Буа районы Әлши авылында укытучы гаиләсендә туа. Соңрак әнисе һәм апасы белән Шәмәк авылына күчә. Хәзер дә шушы авылда яши. Казанда югары уку йортын тәмамлап, инженер-механик дипломы ала.  Районның “Гигант” колхозында баш инженер, партия комитеты секретаре, авыл советы рәисе, 1989 - 2006 нчы елларда авыл мәктәбендә укытучы булып эшли.

Николай Дворов - бүгенге көндә талантлы язучыларның берсе. Мәктәптә уку елларында шигырьләр яза башлый. Ул чагындагы шигырьләре әле өлгереп җитмәгән була. Шигырь язу осталыгына күп еллардан соң гына ирешә. Шигырьләре укучыларга 1960 нчы еллар башында барып җитә. Беренче иҗат җимешләре “Знамя” район газетасында дөнья күрә. Соңрак башка шигырьләре  «Тăван Атăл», «Шурăмпуç», «Çилçунат» журналларында, «Ялав»,«Сувар», «Çунатлă çамрăклăх», «Тантăш», «Канаш», «Хыпар» газеталарында басыла. 1990 нчы елларда язучы буларак танылу ала. Николай Михаил улының иҗатында туган як, әни, мәхәббәт, дуслык, хайваннар турында темалар өстенлек итә. Аның шигырьләре Чуашстанның шигъри антологиясенә кертелгән. 1999 нчы елдан Рәсәй язучылар әгъзасы.

Шигырьләре[үзгәртү | вики-текстны үзгәртү]

Про друга

Тусăм мĕкĕте

Манăн тусăм Мĕкĕте

Пурнăçран мĕскер кĕтет?

Юратать вăл вылямашкăн

Теттесем ăсталамашкăн.

Пластилин - и аллинче-

Маçтăрлать вăл тĕмĕнччен

Теттисем тăраççĕ ретĕн

Эс курсассăн тĕлĕнетĕн.

Мĕн чул савăнăç кунта!-

Кил,выляр эппин чунтан,

Хирĕçмесĕр, туслă-мирлĕ,-

Хăшĕ пурнăçра пит кирлĕ.

Про животных.


       Хур чĕппи

Мĕн шиплетет-ши хур чĕппи?

Вăл, тен, хăй амăшне çухатнă?

Алла илем ăна, эппин,

Хама туятăл тем ыратнăн.

Сисетĕп: туйрĕ  ман ăшша,-

Тек канăçсăрланма пăрахрĕ.

Кĕçех, ак, ячĕ те пашша,

Анчах кичем ăна хăраххăн.

Паян манпа вăл кунĕпех,

Текех сасне те кăлармарĕ.

Мана-ши саврĕ чунĕпе?

Манран  тарса кайса лармарĕ.

Халь тус эпир хур чĕппипе-

Пĕрне-пĕри куллен куратпăр.

Янравлă, уçă сассипе

Мана чĕнет  те тĕл пулатпăр.


      Автан

Хулăн саслă сар автан,

Ир-ирех тарса  ялта,

Хуçине хытах хăратрĕ,-

Вăхăтсăр ăна вăратрĕ.

Ăшă, ырă ыйхăран

Тăче вăл хăра-хăра.

Унăн-кунăн пăхкаларĕ,


Тĕттĕмре тем хыпашларĕ.

Куçĕ-пуçĕ уçăлсан

Ĕçĕ кайрĕ ун ансат:

Канлĕ ыйхăран тăма

Тек будильник кирлĕ мар,

Сар автан сывах пулсан

Пурнăç пырĕ ун кулса.


  Кушак çури

Мăрăлти кушак çурин

Мĕншĕн татăк-ши хÿри?

Шеллемен пĕчĕкскере,

Нимĕн уяманскере.

Кил хуçин арçын ачи

(Каснă лартнă пĕр артист-)

Лешĕ тухнă чух çуртран

Çак ĕç пулнă ăнсăртран:

Пĕчĕкскерĕн хÿрине

Татнă теççĕ çуррине.


     Качака

Шур сухаллă качака

Ватăскер пулсан та ирсĕр:

Кураймасть тем анчăка…

Ĕмĕне ирттерчĕ чирсĕр.

Сивĕ хăратмасть ăна, -

Çăмĕ вăрăм, лăстăк – лăстăк

Атьăр-ха сăнар ăна…

Ун çинчен чăнне калас-тăк.

Кĕтÿре вăл чи малта, -

Кăтартать хăйне пит харсăр

- Сум-хисепĕ пур ялта, -

Тейĕ кашниех пĕр харăс.

Хăй сĕтне чылай парать:

Сыпăсăн – çăра, хаймаллă.

Уншăн мĕн калас, ара, -

Пур сăлтавĕ мухтамалăх.

Савăнпах ăна анне

Виличчен пăхса усрасшăн.

Каçарса тÿрккеслĕхне

Ун ятне чысра упрасшăн.


Йытă çури

Пĕчĕк йытă çурине

Мĕн-ши пулнă урине?

Пусаймасть-çке, уксахлать,

Ыратать пуль ухмахла.

Сăрă хурт-мĕн сăннине

Лартнă унăн урине.

Найкăшать-ха вăл çаплх,

-Мĕн тăвас-ха,  теп, капла.

Шеллесе алла илетĕп,

Мĕн тумаллине пĕлетĕп:

Кăшт тăртаннă урине

Марля çыхрăм çуррине.


Хур аçипе така

Ял хĕрне тухсан пĕрре

Кĕтÿпе пĕрле ирех

Çывăхрах шăв – шав илтетĕп,

Кусене мĕн пулнă,-тетĕп.

Хур аçи, мăкле така

Çапăçааççе. Патака

Нимĕн вырăнне хумаççĕ, -

Хăратсан та уйрăлмаççĕ.

Хур аçийĕ çат! Çапать,-

Леш – таки тармасть çапах,

Пĕр-пĕрне çĕнтереймерĕç,

Курăнать: виртереймереç.

Тепĕр кун курап: ара

Икĕ тус тăрать умра.

Хур аçи ташлать пит мирлĕ,-

Вĕсене – мĕн туслăх кирлĕ.

Халь тату пĕр - пĕринпе

Ĕмĕр туслă пулнă пек.

Хур аçи, мăкле така

Тивĕç мар тек патака.


Мамин подарок

Анне парни

Лавккара тавар сутаççĕ:

Мĕн кирли-туртех те пур.

Кунсерен унта туяннă

Питĕ тутлă канфетне.

Ку Йалтах-çке, эп тятăп,

Ман çуралнă кун ятне.

Эх. вара эп хĕпĕртерĕм

Илнĕ май çак парнене,

- Нихăçан та манмăп, - терĕм, -

Çак парнешĕн аннене.


Маленький друг

Пĕчĕк тусăм

Пирĕн  Маша ĕне пур,

Сĕнчĕ тутлă, тутансамăр.

Çавăнпах-ши, пăх та кур:

Çумĕчи пăрушĕ самăр.

Кашни ир те каçхине

Сĕт парса ăн а сăйлатăп

Йĕпхĕм хĕрлĕ тушкине

Хыркăçлатăп, ачашлатăп.

Вăл текех мана паллать:

Хăй патне кĕрес пулсассăн

Тав туса çулать алла,

Кăларать калаçнă сасă.

Çу çитсен çерем çине

Эп ăна кайса кăкарăп.

Вăл мана – хăй хуçине

Аякран ыр сасă парĕ.

Якташ шагыйрьләр[үзгәртү | вики-текстны үзгәртү]